Çитĕнÿсем курăмлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.04.2025, 09:27 Просмотров: 196

Юнкун «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче Олег Николаев, рес-публика Пуçлăхĕ, хутшăннипе Чăваш Республикин Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта ве-домствăн 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлет-нĕ тата кăçалхи задачăсемпе 2030 çулчченхи плансене пăхса тухнă.

Республикăра массăллă спорта аталантарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланать. Юлашки 5 çулта 51 спорт объектне хута янă тата 47-шĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе, çынсене спорт объекчĕсемпе тивĕçтерессипе республика Атăлçи Федераци округĕнче 1-мĕш, Раççейре 8-мĕш вырăнта. Ÿт-пĕвне тăтăшах спортра тата физкультурăра пиçĕхтерекенсен йышĕ те çулсерен ÿсет. 2024 çулта ку кăтарту 61 процентпа танлашать.

Шкулсенче спорта аталантарма «Самбо в школу», «Плавание для всех», «Шахматы в школу» проектсем çĕнĕ импульс панă. Вĕсене пула республикăри 39,7 пин шкул ачине активлă пурнăç йĕркине явăçтарма май килнĕ.

Юлашки пилĕк çулта профессионаллă спортри çитĕнÿсем те курăмлă. Раççейĕн пĕрлештернĕ спорт командисем хушшинче чăваш спортсменĕсен йышĕ 2,2 хут ÿснĕ, 342 çынна çитнĕ. Чăваш енри спортсменсем пĕлтĕр 2202 медаль çĕнсе илнĕ.

Çавăн пекех мероприятинче 2024 çулхи республикăри смотр-конкурссен çĕнтерÿçисене те наградăланă. Палăртма кăмăллă, Вăрнар округĕ «Сывлăхпа спорт кунне чи лайăх ирттерни» номинацире муниципалитетсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă, диплома тивĕçнĕ.

Округра халăха спорта тата физкультура занятийĕсене явăçтарма условисем лайăх. Кашни уйăхрах Сывлăх тата спорт кунĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак кун муниципаллă спорт объекчĕсене пурне те тÿлевсĕрех кĕртеççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика