Çутçанталăка сиен кÿнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.04.2025, 11:27 Просмотров: 180

Çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсем мĕнле пурнăçланнине Вăрнар район прокуратури тимлĕхрех тытать. Ку енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче, акă, çутçанталăка сиен кÿнĕ тĕслĕхе тупса палăртнă.

- Çак тĕслĕх Авруй участок лесничествин территорийĕнче пулнă. Палăртнă тăрăх, хĕллехи вăхăтра кунта ăвăс йывăçне касса ÿкернĕ. Киревсĕр ĕçе кам туни хальлĕхе паллă мар. Ăна пула кÿнĕ тăкак 11 пин тенкĕ ытла. Тĕрĕслев материалĕсене полици пайне ярса панă. Паянхи куна уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ, - пĕлтерет Чăваш ен Прокуратурин пресс-служби.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика