Сывлăх – чи хаклă пуянлăх тесе час-часах калаççĕ. Анчах та чирлекенсен шучĕ çав-çавах сахал мар-ха. Çивĕч ыйтусене хуравлама эпир Республикăри общество сывлăхĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрне Елена Михайловна ЕГОРОВĂНА ыйтрăмăр.
- Чăнах та, сывлăх чи хаклă пуянлăх тенине пурте илтнĕ, пĕлеççĕ. Анчах та çынсенчен нумайăшĕ чирлемен чухне сывлăха упрасси пирки шухăшламаççĕ. Хăйсене япăх туйма е аптрасан кăна аса илеççĕ. Çамрăксем вара чирсем ватă енне кайсан кăна пуçланаççĕ тесе шутлаççĕ. Тата хăшĕсем медицинăна çеç шанаççĕ, сывлăха упрасси вара чылай чухне хăйсенчен килни çинчен манаççĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
| Октябрь 2025 | 
