«Сăввăмсенче - ман пурнăç...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2025, 16:04 Просмотров: 367

Мĕн тери сăпайлă çынччĕ...

Яланах лăпкăн калаçатчĕ, нихăçан сасă хăпартнине илтмен. Çын хыççăн кайман вăл, пурнăçри кашни пулăм пирки хăйĕн уçăмлă шухăшĕ пурччĕ. Ăслă-тăнлă, тавракурăмĕ тĕрлĕ енпе анлăччĕ - унпа тем çинчен те калаçма интереслĕччĕ... Çакăн пек юлнă ман асăмра хаçатăн çывăх тусĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă фронтовик Петр Михайлович Михайлов.

Вăрнарсем кăна мар, район хаçатне нумай çул çырăнса вулакансем те ăна хайлавĕсем тăрăх астăваççĕ пулĕ. Пурнăçра тÿссе ирттернине, курнине сăнланă май, сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем, чăн та, питĕ витĕмлĕ пулса тухатчĕç. Вĕсенче - чун ыратăвĕ те, савăнăçĕ те. Хăйĕн çăмăл мар кун-çулĕн кашни тапхăрĕ: çĕрпÿртри выçăллă-тутăллă ачалăхĕ, нушаллă çамрăклăхĕ, çулсем иртсен те тÿрленеймен юнлă вăрçă суранĕсем...

Тĕплĕнрех хаçатра

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика