Малти Ишек территори пайĕнче пурăнакансен хастарлăхĕ пирки пĕрре мар çырнă. Ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан ентешĕсене пулăшассипе ирттерекен вĕсен ĕçĕ чăнах та хисепе тивĕçлĕ.
Гуманитари пулăшăвĕ тата салтаксене кирлĕ тĕрлĕрен техника-оборудовани пухса ярассипе, маскировка сеткисем çыхассипе, ытти енĕпе маттур. Вĕсен ячĕпе СВО зонинчен те тав сăмахĕсем нумай çитеççĕ, фронтран салтаксем янă видеосаламсене йышăнма волонтерсене питĕ кăмăллă.
Тĕплĕнрех хаçатра
Ирина ЯКОВЛЕВА
| Октябрь 2025 | 
