Паян та пирĕн мухтавлă çар çыннисем çĕршыв интересĕсене хÿтĕлес тивĕçе ятарлă çар операцийĕнче чыслăн пурнăçлаççĕ. Хăюллăн, хастаррăн, хăйсене шеллемесĕр... Вĕсенчен кашниех хисепе туйма, пирĕнтен тав сăмахĕсене илтме тивĕçлĕ.
Шел те, вăрçă маттур, мал ĕмĕтлĕ, харсăр салтаксен пурнăçĕсене татать. Тăван çĕршывшăн, халăхшăн пурнăçĕсене панă паянхи паттăрсем пирки те астăвăм яланах чĕрĕ пулмалла.
Чăрăшкас Хирлеп хастарĕ Анатолий Скворцов та ятарлă çар операцийĕнче пĕлтерĕшлĕ задачăсене пурнăçланă чух 2023 çулта паттăрла пуçне хунă. Службăра палăрнăшăн, çарти чыслă ĕçĕсемшĕн ентеше вилнĕ хыççăн Хăюлăх орденĕпе наградăланă.
Мухтавлă выпускника вăл вĕреннĕ шкулта та манмаççĕ, унăн патриотлăх тĕслĕхĕпе мăнаçланаççĕ. Пĕлтĕр май уйăхĕн 20-мĕшĕнче ун ячĕпе Чăрăшкас Хирлепри шкул çурчĕ çинче Астăвăм хăмине уçнăччĕ. Кăçал та çак кун мĕнпур вĕренекен, учительсем йĕркеленипе кунта Астăвăм мероприятийĕ иртнĕ. Паттăр салтака пĕлÿпе воспитани панă педагогсем, ачасем, тус-юлташĕсем, ял çыннисем ăна ăшăпа аса илсе ырă сăмахсем каланă, вăл çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулнине çирĕплетнĕ. Торжествăлла митинга Анатолийĕн амăшĕпе Марина Дмитриевнапа мăшăрĕ Инна Витальевна та хутшăннă. Вĕсем пурне те хăйсен çывăх çыннине манманшăн, ăна хисепре тытнăшăн чунтан тав тунă.
Пухăннисем Астăвăм хăми умне чечексем хунă, хăюллă çĕршыв хÿтĕлевçин - Анатолий Скворцовăн - мухтавлă ĕçĕсем ентешĕсемшĕн яланах манăçми пуласса палăртнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Июнь 2025 |