Хÿтĕлессе шанаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.05.2025, 15:09 Просмотров: 437

Цифра аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш енри 86 пин те 482 çын хăйсене кредитсем парас тĕлĕшпе чарусем лартнă. Ку çĕнĕлĕхпе чи активлă усă куракан ушкăн - 35-45 çулсенчи граждансем.

Аса илтеретпĕр, харпăр хăйне кредитсем тата займсем илес тĕлĕшпе чару çирĕплетме май паракан сервис Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен ĕçлесе кайнă. Вăл «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕпе пурнăçланать. Финанс саккунĕсенчи ку çĕнĕлĕх çынсене мушенниксен киревсĕр ĕçĕсенчен - ултавлă майпа уйрăм даннăйсене пĕлсе вĕсен ячĕпе ссуда илессинчен - хÿтĕлес тĕллевлĕ.

Чарăва лартас тесен Порталти Уйрăм кабинета кĕмелле, унта «Самозапрет» пункта тупмалла. Çакăн хыççăн ăна тĕрĕслев кочĕ пулăшнипе çирĕплетмелле. Пĕр-пĕр çынна çĕнĕ кредит парас умĕн вара банксем е кредит организацийĕсем унăн кунашкал чару пуррине е çуккине тĕрĕслеме тивĕçлĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика