Иртнине пĕлни малашлăха çул уçать. Хамăр йăх-несĕлĕмĕрсен кун-çулне хаклама вĕрентет. Акă аллăмра кивĕ сăнÿкерчĕк. Иртнĕ пурнăç куç умне тухать.
Анна Платоновна Платонова хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Столыпин тапхăрĕнче арçын ачасене çĕр панă, хĕрачасене çак пурлăх лекмен. Аннан вара Çемен, Сахар, Тимахви, Элекçи пиччĕшĕсем пулнă та, çавăнпа та çĕр çителĕклех. Платун ывăлĕсем ир пуçласа хĕвел аниччен уй-хирте тăрмашнă. Лаша тытнă, ĕнесем, сурăхĕ-качаки, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи пулнă. Йăмăкĕ Анна тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе кăнтăрла тĕлне хире васканă, пиччĕшĕсене пыл сăрипе сăйланă. Пилĕк ыратиччен тырă вырнă çурлапа, авăн çапнă, пуç çĕклемесĕр ĕçленĕ. Пиччĕшĕсем икĕ хутлă кĕлет, илемлĕ вăрăм пÿрт хăпартса лартнă. Вăйлă панулми сачĕ, улмисем айĕнче вĕллесем... Пурнăç хăйĕн еккипе шунă. Анчах хура пĕлĕт капланса килнĕ, нимĕç эшкерĕ пирĕн çĕршыв çине тапăннă, тăхланлă çумăр çутарнă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
А.ВЕТРОВА
Июнь 2025 |