Программăна тăснă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.06.2025, 14:53 Просмотров: 48

Республикăри амăшĕн капиталне 2030 çулччен тăснă.

Кун пирки Олег Николаев, республика Пуçлăхĕ, пĕлтернĕ. Малтан программа 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен вăйра пулнă. Кăçалхи январь уйăхĕнчен амăшĕн капиталĕн виçи 200 пин тенкĕ таран ÿснĕ.

2012 çултан пуçласа патшалăх пулăшăвне Чăваш енри 17487 çемье 1547,4 млн тенкĕлĕх илнĕ. Вĕсенчен çурри ытла ?55,6:% укçа-тенкĕпе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Ыттисем ачисене вĕрентме ?19,3:%, виççĕмĕш ачашăн пĕр хутчен паракан тÿлеве илме ?24,1:% тата автомобиль туянма ?1:% усă курнă.

2025 çулта амăшĕн капиталĕн республикăри программине пурнăçлама 263,4 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Май уйăхĕ тĕлне пулăшу мерипе граждансене 83,9 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Çак цифрăсем патшалăх пулăшăвĕн ку тĕсĕ çемьесене кирлине тата вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетеççĕ.

«Эпир федераллă пуçарусене пурнăçланипе пĕрле хамăрăн социаллă политикăна йĕркелетпĕр. Ачасем çуратма, вĕсене воспитани пама хăтлă условисем тăвас яваплăха республика хăй çине илет. Çемьесене кÿрекен пулăшу мерисем вĕсен пурнăçне чăннипех лайăхлатаççĕ», - палăртнă Олег Николаев, республика Пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика