ÇĔНĔ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.06.2025, 14:27 Просмотров: 394

çуркунне

Акă çитрĕ çуркунне!

Таврара епле хитре.

Сар хĕвелĕн йăл кулли,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи.

Вĕçсе килнĕ кураксем,

Ир пуçласа мĕн каçчен

Шыраççĕ меллĕ вырăнсем,

Çавăрмашкăн йăвасем.

Шăнкăрчсем те вĕçсе килнĕ,

Хитре юрă ăстисем.

Мăшăрне савса юрлать,

Ав, епле шăрантарать.

Улмуççи енне пăхатăп,

Вăл та шурă çеçкере.

Шăпчăк юррине тăнлатăп,

Ырлăхпа тулать чĕре.

Йывăç-курăк ешерет,

Таврана илем кÿрет.

Çĕршывăмăр епле хитре,

Юмахри пек çут тĕнче.

В.КОШКИНА,

Шăхаль

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика