Чăвашпотребсоюз паян çивĕч конкуренци условийĕсенче «пурăнать» пулин те аталану валли тĕрлĕ майсем тупать. Куратпăр, юлашки çулсенче ун тытăмне кĕрекен лавккасемпе обществăлла апатлану объекчĕсене оборудованипе чылай пуянлатрĕç.
Ялсенчи лавккасене упраса хăварас, магазинсем çук территорисенче пурăнакансене таварпа тивĕçтерес ыйтусем тимлĕхрех, райпо лавккисем кирлĕ япалана килех çитерсе параççĕ... Çак тата ытти ырă енсене Чăвашпотребсоюз ирттерекен пресс-турта кашнинчех курма пулать. Кăçал вăл Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ çинче иртрĕ.
Хĕрлĕ Чутай райповĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче лидерсен йышĕнче. Суту-илÿпе, обществăлла апатланупа, производствăпа заготовкăпа тухăçлă ĕçлет. Унсăр пуçне, халăх ыйтăвĕсене те шута хурать. Ак, нумаях пулмасть кунта кану вырăнĕ уçăлнă. Уйăрнă территторире пысăк ушкăнпа, çемьепе канма мĕнпур условисем çителĕклĕ. Арендăшăн хакĕ те пысăк мар - сехетре 500 тенкĕ.
«Пельменная» кафе те тинтерех уçăлнă. Вăл та хĕрлĕ-чутайсем кăмăллакан вырăн пулса тăнă. Залĕ пысăк, хăтлă - пысăк мероприятисем ирттерме аван.
Округ центрĕнче кăна мар, ялсенчи сервиса та кунта çÿллĕ шайра тытма тăрăшаççĕ. Ак, Мăн Этменти «Уют» кафе-лавкка та ят-сума часах çĕнсе илнĕ. Ялта пурăнакансем кунта апат-çимĕç туяннисĕр пуçне çуралнă кунсем ирттерме е çемьепе, тус-юлташсемпе чей ĕçме, апат çиме килме пултараççĕ.
Заготовка отраслĕн çĕнĕлĕхĕсем те кăсăклантарчĕç. Халăхран сĕт, пахчаçимĕç, ытти чĕртавар пуçтарнисĕр пуçне çĕрпе те аван ĕçлеççĕ. Ĕнесем усраççĕ. Нумаях пулмасть вара кунта выльăх-чĕрлĕх валли авăртса вĕри температурăпа апат хатĕрлекен цех хута янă. Вăл питех те усăллă иккен, организмра хăвăрт ирĕлет, çавна май ÿтхушаслăха ÿстерет.
Журналистсем çăкăр завочĕпе те кăсăклансах паллашрĕç. Предприяти кунне пин тонна çăкăр тата кондитер изделийĕсем туса кăларать. Продукцие Хĕрлĕ Чутай округĕсĕр пуçне ытти çĕрте те, вăл шутра Чулхула облаçĕнчи Сеченевăра та, хапăлласа туянаççĕ. Модернизацие пула изделисен пахалăхĕ ÿснĕ. Хĕрлĕ Чутай çăкăрне ахальтен мар ĕнтĕ республикăра чи тутли тесе палăртнă. Çăкăр заводĕнче çавăн пекех тĕрлĕ печени-пĕремĕк, пылак кукăльсем те туса кăлараççĕ. Коллективăн опычĕпе паллашма республикăран нумаййăн килсе çÿреççĕ.
Хĕрлĕ Чутайра патриотла вырăнсем нумай. Чăвашпотребсоюз ертÿлĕхĕпе пĕрле журналистсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Тинтерех уçнă Мухтав аллейине çитсе курчĕç. Вăл уйрăмах тыткăнларĕ. Кунта Аслă вăрçă паттăрĕсемпе пĕрлех ятарлă çар операцине хутшăнакансене те чыс тунă. Стендсем çинче СВО-на хутшăнакансен кашнин ячĕ çырăннă. Паттăрла пуç хунисене сăнÿкерчĕксемпе вырнаçтарнă.
Потребкооперацин аталанăвне çавра сĕтел хушшинче сÿтсе яврĕç. Ун ĕçне Хĕрлĕ Чутай округĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, секретариачĕн ертÿçи Александр Магарин, Раççей Центросоюзĕн информаципе коммуникацисен центрĕн директорĕ Галина Лошманова, Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров хутшăнчĕç.
Валерий Павлов иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнипе пĕрлех малашнехи плансене те палăртрĕ. Вăл шутра вăл Калинино райповĕн ĕç-хĕлне те ырларĕ, аталанас тесе тăрăшнăшăн тав турĕ. Каламалла, çывăх вăхăтра Вăрнарта «Наш гастроном» çĕнĕ лавкка алăкĕсем уçăлĕç. Çакă - ÿсĕм çулĕсенчен пĕри.
Канашлу вăхăтĕнче çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттернĕ республика конкурсне те пĕтĕмлетрĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июль 2025 |