Хаçат вулаканĕсене ырă хыпар пĕлтеретпĕр: 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн округри 8 аграри предприятийĕ «Агро-100» клуба кĕме тивĕçнĕ.
«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО республикăри чи лайăх вунă аграри предприятийĕсен шутне кĕнĕ, рейтингра 8-мĕш вырăн йышăннă.
Палăртма кăмăллă, «Агро-100» клубра тата ытти хуçалăхсем пур. Карл Маркс ячĕллĕ кооператив, «Агрохмель» агрофирма, «Мураты» ЯХПК, «Кольцовка» Агрофирма» тулли мар яваплă общество, «Луч», «Победа», «Янгорчино» кооперативсем - чи кăтартуллă ĕçлекен аграри предприятийĕсен йышĕнче.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятире агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансен ĕçне пысăк хак панă, вĕсем ял хуçалăх производствин кăтартăвĕсене ÿстернине çирĕплетнĕ.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн цехĕнче вăй хуракан Анатолий Егоров обвальщике «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа саламланă. «Мураты» кооперативăн генеральнăй директорĕн заместительне Юрий Спиридонова Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Хамăр ентешсемпе чăннипех мăнаçланатпăр. Вĕсем ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсенче ырми-канми тăрăшса хальхи ăрăва паха тĕслĕх кăтартаççĕ.
Елена Толстова
Июль 2025 |