Выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.06.2025, 14:37 Просмотров: 58

Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ.

Мăйракаллă шултра пĕр выльăха усрас пулсан та утă-улăм пайтах кирлĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Симĕç ĕççи вăй илсе пырать. Апат бази тулăх пулсан выльăх-чĕрлĕх йышне те ÿстерме пулĕ.

Округĕпе илсен нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ самаях пысăк. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне аграрисем пĕтĕмпе утă 720 тонна, сенаж 11950 тонна хывнă. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен хыпарланă тăрăх, симĕс массăна хатĕрлессипе уйрăмах тухăçлă ĕçлеççĕ.

Çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш çурринче хĕвеллĕ кунсем сахалрах пулчĕç, çавăнпа та ял хуçалăх организацийĕсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă кураççĕ, нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсем трактор-комбайн кĕрлевĕпе тулаççĕ. Паллах, хушма хуçалăх тытакансем те пахча-анкартире тăрмашаççĕ, уяр çанталăкпа усă курса çулнă курăка типĕтме тăрăшаççĕ. Тепĕр чух утта пухса кĕртиччен темиçе кун та иртет.

Яллă тăрăхсенче пурăнакансем кил хуçалăхĕсенчи ĕçсене халĕ ытларах техникăпа пурнăçлаççĕ. Аталану çулĕпе пыракан предприятисем нумай çул ÿсекен курăксене вăрлăх валли те çитĕнтереççĕ. Кунсăр пуçне ĕне выльăх кĕтĕвне çÿретме уйăрнă лаптăксем те çук мар. Паллах, ешĕл курăк выльăх-чĕрлĕхе çитермешкĕн те кирлĕ. Çулла пур çĕрте те çулнă курăк, ырă утă шăрши сарăлать. Апла чăваш ялĕ пурăнать. Ĕçченсем выльăх-чĕрлĕх усраса çемье бюджетне, предприятисем хуçалăх кассине пуянлатаççĕ.

Елена Павлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика