Çăкăр туса илме вăй-хăват кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.06.2025, 14:40 Просмотров: 42

Çĕрпе туслă пулсас-

сăн, ăна юратса пăх-сассăн - вăл тăрантарать кăна мар, нухратлă пулма та пулăшать. «Броневик» колхоз ĕçченĕсем çакна лайăх астăваççĕ.

Правлени канашĕ колхозăн 95 çулне паллă тума йышăнчĕ. Палăртнă вăхăтра уяв хаваслă та сумлă иртрĕ.

Халĕ кăткăс тапхăр пулсан та çĕр ĕçченне çăкăр туса илме вăй-хăват кирлĕ: тăрăшмасăр пурлăх пулмасть, çĕнтерÿ те килмест. Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче те хĕрарăмсем аса илетчĕç: «Эпир шÿт туман, пĕр-пĕринпе пухăнса ларса калаçман, сăвă-юрăсăр пурăннă пулсан ана çинчех выртса юлаттăмăрччĕ пулĕ». Çавăнпа та «Броневик» хастарĕсем çак праçнике халăх кăмăлне çĕклес, вăй-хала çирĕплетес тĕллевпе ирттерме шутларĕç.

Уява Хирлеп хĕрринчи «Правай» çăлкуçĕ патĕнче Сергий атте хăйĕн пилĕпе уçрĕ. Çак виçĕ ялтан - Хăмăшран, Услапа Нурăсран, Кивьял Нурăсран - чиркĕве çÿрекенсем те йышлине палăртрĕ. «Çăкăр, таса шыв пулсан тата хĕвел пăхсан, халăх чунпа-чĕрепе Турра ĕненсен пурнăçра ăнăçу пулатех», - терĕ вăл.

Сумлă уява Услапари стадионра хуçалăх ертÿçи Галина Кроткова уçрĕ. Çĕр ĕçченĕсене Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Игорь Егоров, Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова, «Агрохмель» агрофирма ертÿçи Борис Семенов та саламларĕç. Пĕтĕм пухăннă халăх чăвашсен «Илемлĕ» юрри çеммипе карталанса юрласа çаврăнчĕ. Астăвăма хисеп туса, палăк умĕнче шăп тăрса чечек кăшăлĕ те хучĕç.

Праçникĕн торжествăлла пайĕнче чи маттуррисен чыславĕ иртрĕ. Хуçалăхри хастар ĕçченсем, ветерансем Хисеп хучĕсене, парнесене, юбилей валли ятарласа хатĕрленĕ медале тивĕçрĕç.

Ăста, пултаруллă спортсменсене хатĕрленĕшĕн, нумай çул тăрăшса ял çамрăкĕсене спортпа туслаштарнăшăн Владимир Васильевич Афанасьева Мускавран «Сыны Отечества» пĕрлĕх ярса панă ятарлă медальпе чысларĕç.

Уява Ярмушкари «Утмăлтурат» ушкăн хăйĕн юрри-ташшипе илемлетрĕ. Артистсенчен чи кĕçĕнни - 4 çулти Виктория Козлова, капăр чăваш тумĕ тăхăннăскер, «Броневик» ачисем çинчен сăвă каласа пачĕ.

Хуçалăхăн 95 çулхи юбилейне уявлама пысăк ĕç туса ирттернине каламалла. Николай Козлов, Валерий Ильин, Артур Галкин, Николай Блинов, Геннадий Комаров халăха ларма саксем, артистсем валли сцена хатĕрленĕ. Светлана Куракова, Лина Никитина, Елена Калисова, Надежда Андреева, Валентина Никитина, Оксана Волкова, Ольга Козлова шÿрпе пĕçерсе, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе, чăваш сăрипе пурне те сăйласа савăнтарчĕç.

«Броневикăн» пархатарлă çĕрĕ çинче сахал мар паллă çынсем ĕçпе пиçсе çитĕнсе колхоза чапа кăларнă. Вĕсем хушшинче: Валерий Андреевич Федоров адмирал, Вениамин Геннадьевич Волков полковник, тава тивĕçлĕ ĕçченсем Роберт Андреевич Сорокин, Николай Архипович Юркин, Татьяна Павловна Ефимова, Семен Никитович Воробьев, Василий Афанасьевич Афанасьев, Валерьян Андреевич Блинов, Александр Иванович Васильев, Станислав Николаевич Львов тата ыттисем те.

Отставкăри полковник, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Валерий Павлович Кошкин, акă, «Броневик» юбилейĕ тĕлне сăвă шăрçаланă, унпа пурне те паллаштарчĕ:

На пригорке в краю земляник,

Праздник нынче у нас светлолик.

Чудодействует святой родник:

С днем рождения тебя, «Броневик»!

Нет секрета, скажу напрямик:

Я сначала в колхозе возник,

Был такой же, как все, трудовик,

А теперь офицер, отставник.

Вы – герои для будущих книг,

Всем поклон за счастливейший миг!

Не велик, но я твой ученик:

Расцветай, мой колхоз «Броневик»!

Каç кÿлĕмпе Шупашкарти артистсем праçнике концерт программипе пуянлатрĕç. Çакă виçĕ ял халăхĕшĕн кăна мар, таврари ытти ялти çамрăксем валли те чăн-чăн уяв пулчĕ.

«Броневик» колхозăн кун-çулĕ малашне те таса та çутă, ÿсĕмлĕ те хăватлă пултăр!

Ентешсен ячĕпе

тав туса -

Геннадий Васильевич СОРОКИН,

отставкăри

подполковник

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика