Килти музейра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.06.2025, 14:41 Просмотров: 60

Музейсене çитсе курни ачасен тавракурăмне аван ÿстерет. Килти музей вара тата та ытларах тыткăнлать.

Хапăсри вăтам шкулта вĕренекенсен çакнашкал музея çитсе курма май пулнă. Вĕсем Хурăнсур Çармăсри Федор Григорьевич Кузьмин патĕнче пулнă.

Таврапĕлÿçĕ чылай çул ĕнтĕ тăван тăрăхри çемьесен, уйрăм çынсен историйĕсене тĕпчет, вĕсем пирки халăхра ĕмĕрлĕх астăвăм юлтăр тесе тăрăшать. Ку ĕçпе, калас пулать, вăл «Хорнзор» хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ вăхăтрах кăсăкланма пуçланă.

Килти музейĕ унăн пуян. Кунта ĕлĕк килте усă курнă япаласем вырăн тупнă. Пĕтĕмпе 100-е яхăн экспонат. Вĕсем ачасене питĕ кăсăклантарнă. Федор Григорьевич каланине кашниех тимлесе итленĕ.

Ача амăшĕ-героиньăсене халалланă зал та тыткăнланă вĕсене. Портретсенчи хĕрарăмсем вунă е ытларах ача çуратнă. Пурте пысăк хисепре. Кашнин историйĕ кăсăклă.

Экскурсие ачасем Любовь Витальевна Кудрявцева педагог пуçарăвĕпе çитсе килнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика