Кану усăллă ирттĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.06.2025, 14:42 Просмотров: 54

Ачасем çуллахи каникула хăрушсăр, усăллă ирттерни тимлĕхрех. Ку ыйтăва округ ертÿлĕхĕ те, çула çитменнисемпе ĕçлекен яваплă службăсем те тĕрĕслеврен кăлармаççĕ.

Шкул ачисен, акă, вĕрентÿ учрежденийĕсем çумĕнчи лагерьсенче интереслĕ канма, вăйă-ăмăртусенче сывлăха çирĕплетме май пур. Округра пĕтĕмпе кунашкал 14 лагерь ĕçлет. Вĕсенчи мероприятисене, уйăрнă вырăнсене кура, 929 ачана явăçтараççĕ. Лагерьсенче вĕренекенсен хăрушсăрлăхне тата сыхлăхне тивĕçтерессипе мĕнпур мерăсене йышăннă.

Йĕрке хуралĕн тата ытти службăсем хутшăннипе ача-пăча хÿтĕлевĕн ыйтăвĕсемпе мероприятисем те тăтăшах йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть, сăмахран, полицин çула çитменнисемпе тимлекен сотрудникĕсемпе пĕрле шкулсем çумĕнчи лагерьсенче Вăрнар район тĕп больницин врач-наркологĕ Дмитрий Николаев та пулнă.

Тĕлпулусем вăхăтĕнче специалистсем ачасемпе тĕрлĕрен темăсемпе калаçнă: шыв-шур хĕрринче аслисемсĕр çÿреме юраманнине, урамра та, кил-çуртра та хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине, «комендант вăхăтне» уямаллине асăрхаттарнă. Çавăн пекех ăс-тăна минретекен веществосен, электронлă сигаретсен, алкогольлĕ шĕвексен сиенĕ пирки те сăмах пуçарнă, вĕсемпе çамрăкран туслашни сывлăха пĕтернине, пурнăçа аркатнине ăнлантарнă. Ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спорт-пултарулăхпа, вĕренÿпе ытларах кăсăкланма суннă.

Эльвира ТАТАРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен

аслă инспекторĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика