Сывлăха упра - вăл хаклă тупра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.06.2025, 14:47 Просмотров: 61

Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе Вăрнар округĕнче те «Сывлăх патне утăм» проекта ĕçе кĕртес тесе хастар тăрăшрĕç. Округ администрацийĕ çывăхĕнче юнкун Вăрнар район тĕп больницин мобильлĕ бригади тухăçлă ĕçлерĕ. Сывлăх пунктĕнче тухтăрсемпе медсестрасем 165 çынна тĕрĕслерĕç.

«Сывлăх патне утăм» проекта хутшăннисем тĕрлĕ анализсем пачĕç, экспресс- диагностика витĕр тухрĕç, кĕлетке, артери юн пусăмне виçтерчĕç. Куç витĕмлĕхĕ пĕлтерĕшлĕ. Çынсем çак органа та тĕрĕслеме пултарчĕç. Процедурăсемшĕн никамран та пĕр пус та илмеççĕ.

Профилактика ĕçĕ-хĕлĕ тĕпре. Сывă пурнăçпа апатлану йĕрки тĕлĕшпе те пациентсемпе консультаци тÿлевсĕр ирттерчĕç.

Квалификациллĕ специалистсем - акушер-гинеколог, терапевт, хирург, офтальмолог тата медицина сестрисем - халăхпа тарават пулчĕç.

Акă, нумаях пулмасть тĕп больницăна «Земство тухтăрĕ» программăпа Эльвира Егорова гинеколог ĕçлеме килнĕ. Ăста врач кĕске вăхăтрах ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Сывлăх пунктĕнче пур пациента та хапăлласа йышăнчĕ. Ираида Афанасьева акушеркăпа пĕрле çынсемпе ăшшăн калаçрĕç, кашни ыйтăва туллин хуравларĕç, сĕнÿ-канаш пачĕç.

Олег Николаев пуçарнă проекта хутшăннисене Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова саламларĕ, «сывлăх - хаклă тупра» терĕ. Вăл асăннă проект çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, республика Пуçлăхĕ граждансен сывлăхĕшĕн тăрăшнине палăртрĕ, медицина пулăшăвне çывăхрах - утăмрах - илме май пуррине çирĕплетрĕ.

Сывлăха тĕрĕсленĕ хыççăн хăшĕ-пĕри хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса пачĕ: «Эпĕ проект çинчен кÿршĕ хĕрарăмĕнчен пĕлтĕм. Юрать-ха, килтĕм, манăн холестерин та, сахăр шайĕ те ÿснĕ иккен. Врач сĕннипе диета тытма пуçлăп», - терĕ утмăлтан иртнĕ хĕрарăм.

Тĕп врач Сергей Илюткин палăртнă тăрăх, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшни «Хастар та вăрăм пурнăç» наци проектне хастаррăн пурнăçлама пулăшать.

Сывлăх пунктĕнче пулнисенчен 78-шĕн артери пусăмĕ пысăк пулни, юн анализĕн кăтартăвĕсем нормăна пăхăнманни палăрнă. Вĕсене сывлăхне малалла тĕпчеттермелле.

Мобильлĕ бригада ялсене те çитĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика