«Кĕмĕл» çулсене çитни, тивĕçлĕ канура пулни - тунсăхласа ларма пачах та сăлтав мар. Пурнăçа юратакан, хастар çын кирек мĕнле ÿсĕмре те хăйне валли кăсăклăх тупма пултарать. Чуна илĕртекен алĕçĕ, юратнă юрă-ташă, спорт вăййисем, кĕнеке-хаçат вулавĕ, е тата пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтеретĕн-и... - ÿркенменни, пĕр вырăнта ларманни пурнăçа интереслĕх кĕртме пулăшать. Çитменнине тата, активлăх, шухăшлав, кулленхи хускану ăс-тăна çивĕч тытма та, сывлăха упрама та май парать.
Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕ çумĕнче пĕрлешнĕ аслă ÿсĕмри активистсен вара, пĕр ÿстермесĕрех, кашни кун интереслĕ пулăмсемпе тулли. Обществăлла ĕçсенче те маттур вĕсем, унсăр пуçне - тăван тăрăха хăтлăлатассипе çыхăннă пуçарусенче те, ыркăмăллăх тĕллевлĕ проектсенче те. Уйрăмах волонтер ĕçĕнче чи хастаррисен шутĕнче чăрăшкас-хирлепсем.
Акă, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшассинче вĕсен тÿпи питĕ пысăк. Округри маскировка сеткисем çыхмалли пунктсенчен пĕри шăпах та - Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕ çумĕнче. Кунти хастарсем пĕрлехи ыркăмăллăх ĕçне пуçарса янăранпа Вăрнарти базăна 100 ытла сетка та маçтăрласа ăсатнă ĕнтĕ.
Каламалла, ку ĕçре шăпах «кĕмĕл» волонтерсем пуринчен маттур. Кашниннех кил-хуçалăхĕнче те ăшталанмалли тем чухлех пуль. Вăйĕ-халĕ те çамрăк чухнехи пек мар. Апла пулин те вĕсем чун-чĕре ыйтнипе кунсеренех ырăлăх тума васкаççĕ. Тепĕр тесен, пĕрлехи тăрăшуллă ĕç кăмăла та çĕклет, пурăнма вăй-хăват хушать, теççĕ хастарсем. Кунран-кун çекĕл хыççăн çекĕл хывса маскировка сеткисем çыхнă май шăкăл-шăкăл калаçни, хыпарсене сÿтсе явни, илемлĕ юрăсене аса илсе янратни те мĕнле паха. Сăмах май, аслă ÿсĕмрисем пултарулăх енĕпе те ăста, вырăнти мероприятисем пĕри те вĕсем хутшăнмасăр иртмеççĕ.
Нумаях пулмасть вара Чăрăшкас Хирлеп хастарĕсене волонтер кĕнекисене официаллă панă. Çавăн пекех вĕсем Вăрнарти халăха социаллă тивĕçтерÿсем кÿрекен центрăн Тав хучĕсене те тивĕçнĕ.
Хамăр инф.
Июль 2025 |