Аукцион та, фестиваль те...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.07.2025, 10:21 Просмотров: 342

Чăваш енре июлĕн 18-19-мĕшĕсенче ăратлă выльăхсен Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш аукционĕ иртет. «Чебомилк» агропарк çĕршывран килнĕ хăнасене кĕтсе илĕ.

Чăваш Республикин ертÿçи Олег Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, аукцион йĕркелени хамăр çĕршыври выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçре кирлĕ утăм тума пулăшать, чи лайăх практикăсемпе паллашма май парать, конкурентлăха ÿстерет.

Мероприяти программи анлă пулмалла. Ăратлă выльăх-чĕрлĕхе презентацилесси тата сутасси, селекци ĕçĕ-хĕлĕнчи çитĕнÿсене тишкересси, сĕт производствинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарасси, экстерьер хаклавĕ, специалистсен сĕнÿ- канашĕ тата ытти те пулĕ аукционра. Онлайн-трансляци пĕтĕм Раççейĕпех тата СНГ çĕршывĕсенче иртĕ.

Июлĕн 19-мĕшĕнче «Сĕт вăхăчĕ» фестиваль пулать. Хăнасене асра юлмалли уяв кĕтет. Çамрăк талантсем хăйсен вăйне «Супер-ĕне» ÿкерчĕксен конкурсĕнче тĕрĕслеме пултарĕç. Фестивале килнисене «Земляне» легендарлă ушкăн концерт кăтартса савăнтарĕ.

Елена Толстова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика