Çак çул çумăр çăвĕпех çумарĕ. Çĕрсем çуркаланчĕç, çарансем çитĕнеймерĕç. Çуртрисем çийĕнчи çумкурăксем çеç çăп-çăра, çынран çÿллĕ çитĕнчĕç.
Çухрăм çурăри çеремлĕ çырмара Çерушпа Çтаппан çĕр çырли çисе çÿреççĕ. Çтаппан çÿхе çуткам çÿçлĕ. Çеруш - çăра çырă çÿçлĕ.
Çтаппан Çерушран çÿллĕрех. Çтаппан çичĕ çул çурăра, Çеруш çиччĕре. Çтаппан Çĕнĕ çулта çуралнă, Çеруш - çав çулах çулла.
Çтаппан çыпăçуллă çăтă-çăтă çитмапа. Çеруш, çăмăлттайланса, çĕнĕрен-çĕнĕ çитмапа çÿрет. Çак çÿхе çитсăран çĕленĕ çитмине çуркуннех çатан çинчи çапăран çаклатса çĕввинчен çурнăччĕ, çаплипех, çĕтĕккине çĕлеттермесĕр çÿрет.
Çырмана çырлана çÿрекенсем çитеймен-ха, çырлисем çупкăм-çупкăм. Çиеймичченех çырла çинĕскерсем çав-çавах Çерушпа Çтаппан çавăнтах çаврăнкаласа çÿреççĕ.
Çĕр çинчи çÿпĕ-çапăсене çавăрттарса çавра çил çитрĕ. Çав çеккунтрах çÿлтен çĕре çити çап-çутă çутатса çиçĕм çиçрĕ. Çан-çурăмĕ çÿçеннипе Çеруш çинçен çухрашкаласа, çивĕчскер, çулсăрах çиçтерчĕ. Çил-тăвăллă çумăртан Çерушпа Çтаппан Çерушсен çенĕкне çитсе çăлăнчĕç.
Çерçисем çуйхашрĕç, çăхансем Çавал çыранĕнчи çирĕклĕхре çухалчĕç. Çерушпа Çтаппан çитнĕ-çитменех çĕнĕ çупа çемçе çăкăр çирĕç. Çерушсен çулталăка çитекен Çимунне çырла çитерчĕç.
Çил çенĕк çумĕнчи çамрăк çĕмĕрте çиллессĕн çулăхса çемçе çулçисене çатăлтаттарчĕ. Çăл çывăхĕнчи çĕр çулхи çÿллĕ çăкана çăтăр-çатăр çавăрса çапрĕ. Çăкана çавăрса çаннипе çеç çырлахмасăр çуртсен çивиттийĕсене çĕмĕрсе çÿрерĕ. Çтаппан Çерушсен çенĕкĕнчех çывăрма çураçрĕ, Çеруш çурăмĕ çумĕнче. Çурçĕрпеле çумăр çĕнĕрен çаврăнса çитсе çутăличченех çурĕ, çиçĕмĕ çине-çинех çиçрĕ.
Çакă çиллĕ çумăр çĕре çителĕклех çимĕçтерчĕ.
Галина ИЛЬИНА
Август 2025 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |