Тата 20 çĕнĕ фермер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.07.2025, 15:26 Просмотров: 49

Çĕрпÿ округĕнче иртнĕ уй-хир кунĕнче хастарсене чысланă. Чăваш енре фермер ĕçне пуçăнакан 20 çын «Агростартап» гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле хакĕ - 99 млн тенкĕ.

Çак сумма ял хуçалăхĕнче тăрăшма кăмăл тунă çынсемшĕн пысăк тĕрев пулĕ, вĕсене хăйсен ĕçне аталантарма пулăшĕ, тата регионти аграри отраслĕнче тимлекен предпринимательсен вăй-хăватне ÿстерĕ.

Кăçал Олег Николаев хушнипе грант виçи ÿснĕ. Палăртмалла, тата пĕр миллион тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă. Çапла вара харпăр хăй ĕçне аталантаракансем 5 миллион тенкĕ таран илме пултараççĕ. Çакă фермер ĕçне пуçăнакансемшĕн пысăк пулăшу.

«Агростартап» гранта 2019 çултанпа кĕртнĕ, 6 çул хушшинче ăна фермер ĕçне пуçăнакан 162 çын 588 миллион тенкĕлĕх илнĕ.

Тĕрлĕ çулсенче вăрнарсем те патшалăх пулăшăвне тивĕçсе пуçаруллă утăмсем турĕç.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика