«Пехет» хăнасене кĕтет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.07.2025, 15:38 Просмотров: 59

Шупашкарта хальхи йышши ял хуçалăх пасарĕ уçăлнă.

4 пин те 200 тăваткал метр йышăнакан лаптăкра хамăр тăрăхри 50 ытла хуçалăх продукцине туянма пулать.

«Агромаркетра тавар сĕнекенсен вырăн тара илнĕ тăкакне 60 процент таран саплаштарăпăр», - палăртнă Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Сĕт-çу, аш-какай, пахчаçимĕç, улма-çырла, пыл... Пĕтĕмпех чăваш çĕрĕнче, экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта туса илни.

Ял хуçалăх пасарĕнче Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тата «Вурнары завод СОМ» обществăн продукцийĕ те пур.

Çитсе курăр! Тутанса пăхăр! Мĕн кирлине фермерсенчен тÿреммĕн туянăр!

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика