Çур çулхи кăтартусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.08.2025, 11:03 Просмотров: 15

- Архив тĕлĕнмелле вырăн. Вăл авалхи пурнăçпа хальхине çыхăнтарать. Архиври управра - пуян материалсем. Архивра кивĕ хутсене, алăпа çырнисене, цифрăна куçарас ĕçе ăнăçлă пурнăçлаççĕ.

Кăçалхи çур çулта «Вăрнар муниципаллă округĕн архивĕ» бюджет учрежденине 990 запрос çитнĕ, 976-шне пурнăçланă. Пĕлтĕр çак тапхăрта - 779 ыйтăм, 462-шне ĕçе кĕртнĕ.

Округра пурăнакансем те, Раççей регионĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тĕрлĕ ыйтупа тухаççĕ. Пĕрисем архива хăйсем килеççĕ, теприсем запроса электрон почти тата Раççей почти урлă яраççĕ.

Иртнĕ çулхи ака уйăхĕнчен çĕнĕ утăм тунă - электронлă ыйтусене Пĕтĕм Раççейри Социаллă фондăн уйрăмĕнчен «Социаллă сферăри пĕрлехи централизациленĕ цифра платформи» ятарлă программа пулăшнипе йышăнма пуçланă. Кăçалхи çак тапхăрти кăтарту - 538 ыйтăм, пĕлтĕрхи çур çулта 446 запрос пулнă.

Округ архивĕнче территори пайĕсен, организацисен докуменчĕсем упранаççĕ. Палăртмалла, кăçалхи 6 уйăхра 166 документа управа илнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтра - 160.

Архивра 2025 çулхи çур çулта 166 документа картонланă. Пĕлтĕрхи кăтарту - 228.

2024 çултан тытăнса ĕçсен описьне электронлă тĕс çине куçараççĕ - «КАИСА - Архив» комплекслă информаци системине вырнаçтараççĕ. Калас пулать, иртнĕ çул 50 описе куçарнă-тăк, кăçалхи çур çулхи кăтарту пысăкрах - 69.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика