Чăваш енре тÿрех 12 МФЦ офисĕнче çĕнетÿ-юсав ирттерсе халăхшăн хăтлăрах условисем тăвĕç. Пысăк ĕç икĕ çулта пурнăçланмалла. Çакăн пирки нумай функциллĕ центрсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен канашлура пĕлтернĕ.
Çитес икĕ çулта специалистсем юсав ĕçĕсене Шупашкарта кăна мар, муниципалитетсенчи офиссенче те чылайăшĕнче ирттерме плана кĕртнĕ. Çав шутра - Вăрнар округĕнче те. Унсăр пуçне, уйрăм подразделенисенче нумайăшĕнче «Доступная среда» патшалăх программипе сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çынсем валли техника базине çĕнетме пăхнă.
Канашлура Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, кирек хăш МФЦ та - хулара та, округсенче те - паянхи стандартсене тивĕçтермелле. Икĕ çулта хăшпĕр офиссенче коммуникацисен тытăмĕн, фасадсен юсавне, теприсенче клиент залĕсен çĕнетĕвне шута илнĕ.
Тĕп тĕллевĕ - клиентсене меллĕ пулни, йышăнăва кĕтмелли вăхăта чакарни тата МФЦ-сен ĕçĕн эффективлăхĕ. Сăмах май, паянхи кун тĕлне нумай функциллĕ центрсен специалисчĕсем тивĕçтерÿсен 200-е яхăн тĕсне кÿреççĕ.
Ирина ПЕТРОВА
Август 2025 |