Çурт-йĕр туянма - сертификат

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2025, 11:33 Просмотров: 22

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă тата тăлăх ачасене пулăшу кÿресси округра уйрăм тимлĕхре. Вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси те асăрхавран тухмасть. Иртнĕ эрнере те, акă, округ администрацийĕнче торжествăлла лару-тăрура сертификатсем панă.

Ку документ тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнмалли пÿлĕмсене - хваттере е çурта - хăй тĕллĕн суйласа тÿрех харпăрлăха туянма май парать. Вăл шутра - нумай хваттерлĕ çуртсен строительствине пая кĕрсе хутшăнса та.

Социаллă сертификатсен хуçисене пурнăçри паллă пулăмпа округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова тата «Время СВОих» регион программин участникĕ Андрей Балыков саламланă. Вĕсем çамрăксене патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсене кăмăла каякан хăтлă хваттер е çурт туянма суннă, унта яланах ырăлăхпа ăшăлăх, ăнăçупа телей хуçалантăр тенĕ.

Округ администрацийĕн информацийĕ тăрăх, кăçал пĕтĕмпе 11 сертификатпа тивĕçтерме пăхнă. Вĕсенчен 5-шне хуçисене панă, виççĕшĕпе усă курнă та ĕнтĕ. 2020-2024 çулсенче пирĕн тăрăхра 53 тăлăх ачана çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика