Вырма ĕçĕсем вăй илеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2025, 11:34 Просмотров: 20

Кăçал республикăра вырма ĕçĕсене чи пĕрремĕш Çĕрпÿ округĕнче июлĕн 12-мĕшĕнче старт пачĕç. Утă уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле ĕçсем кал-кал пынине палăртмалла. Пĕтĕмĕшле республикăра пĕрчĕллĕ культурăсене 37,7 пин гектартан пухса кĕртнĕ. Пурĕ 151,2 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç гектартан 40 центнер ытла.

Вăрнар округĕнче те тырпула пухса кĕртес ĕçсем вăй илсе пыраççĕ. Июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне 14 хуçалăх вырмана пуçăннă.

Пĕтĕмпе аграрисен 18 пин гектар çинчен тырпула пухса кĕртмелле. Вĕсенчен 6 пин гектарне кĕрхи культурăсем йышăнаççĕ. 1607 гектар çинчен сарă ылтăна пухса пÿлмесене вырнаçтарнă ĕнтĕ. Çапса тĕшĕленĕ тырпулăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5759 тоннăпа танлашать.

Ĕç шавĕ иртен пуçласа каçченех тăрать. Уяр çанталăкпа усă курса хуçалăхсем тырпула кĕске вăхăтра пухса кĕртес тĕллевлĕ. Кĕрхи ырашпа тулă, урпа, пăрçа тирпейлесе пуçтарассипе уй-хир карапĕн 26 единици тимлет. Çавăнпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх фермисем валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлес ĕçсем те малалла пыраççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика