Ку чăннипех те - ырă та мăнаçланмалли тĕслĕх. Ятарлă çар операцийĕн участникĕ Вадим Платонов, отпускра пулнă май, хальхинче те тăван тăрăхĕнчи çамрăк спортсменсене парнесемпе савăнтарчĕ.
Çуллахи каникул пырать пулин те Санарпуç тăрăхĕнче пурăнакан ачасем эрнере темиçе хутчен те ирĕклĕ кĕрешÿ тренировкисене пухăнаççĕ. Вырăнти шкулта вĕренекенсем кăна мар, аслашшĕ-асламăшĕ патне канма килнĕ ачасем те пур ку йышра. Валерия Андреева, ак, Шупашкарта самбопа кăсăкланать. Çуллахи вăхăтра вара ялти тусĕсемпе Çĕньял Хапăсри клубри спорт залне çÿрет.
Иртнĕ эрне вĕçĕнчи пĕр тренировка арçын ачасемпе хĕрачасемшĕн уйрăмах хавхалануллă иртрĕ. Вĕсем патне тренерпа пĕрле СВО участникĕ Вадим Платонов килсе çитрĕ. Пушă алăпа мар. Хальхинче те вăл çамрăк кĕрешÿçĕсен кăмăлне парнесемпе тултарчĕ - бокс перчеткисем, шлемсем, берцовкăсем, скакалкăсем парнелерĕ.
Ку çеç те мар, кĕçнерникун вăл Санарпуç шкулĕнче те пулчĕ. Хăйĕн çамрăк ентешĕсем ÿт-пÿ енчен сывлăхлă та çирĕп ÿсчĕр тесе теннис сĕтелĕ парнелерĕ. Унпа пĕрлех - ракеткăсемпе шарикĕсене те.
- Паян ытларах ентешсем салтаксене пулăшнине куратпăр. Вадим Юрьевич вара хăй те ырă ĕç тума манмасть. Çакă ун пархатарлăхне, чун-чĕри пуянлăхне кăтартать. Эпир хамăн воспитанниксемпе пĕрле ăна тав тăватпăр. Фронтри ун çулĕ яланах çутă пултăр, Турă ăна пур енлĕ упратăр! - терĕ Виталий Трофимов тренер.
Салтак ачасене яланах спортпа туслă пулма сунчĕ, çакă пурнăçра пулăшса пынине тепĕр хут аса илтерчĕ. Кĕçĕннисем те ăна савăнăçлăн тав турĕç.
Вадим Платонов ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăнать. Раççей Оборона министерствипе вăл пĕлтĕр контракт çырнă. Иртнĕ отпускра та вăл Санарпуç шкулĕн, çавăн пекех ирĕклĕ кĕрешÿ секцийĕн воспитанникĕсене кирлĕ парнесем кÿнĕччĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2025 |