Сывлăх - хаклă пуянлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2025, 11:43 Просмотров: 21

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвне тĕпе хурса «Сывлăх патне - утăм» проекта пурнăçлассипе медицина ĕçченĕсем тăрăшсах тимлеççĕ.

Акă, тĕп больницăн мобильлĕ бригади Мăн Явăш тăрăхĕнче те тухăçлă ĕçленĕ. Асилтеретпĕр, сывлăх пунктĕнче медицина пулăшăвĕпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Çулла яллă тăрăхсенче пахча-анкартире ĕç нумай, çавăнпа та Олег Николаевăн проектне пула çывăхрах сывлăха тĕрĕслеттерме май пур.

Халăхăн пурнăç вăрăмăшне ÿстерессине республикăра та, округра та пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Мăн Явăш тăрăхĕнче тĕп больницăн мобильлĕ бригади ĕçленĕ май 188 çын сывлăха тĕрĕслеттернĕ, врачсен консультацине илнĕ. Палăртмалла, 18 пациентăн вара сывлăха малалла тĕпчеттермелле. Акă, 12 çыннăн чĕрепе юн тымарĕсен системи хавшак. 5 çынна эндокринолог консультацийĕ кирлĕ. Вăхăтра сипленсен сывлăх çирĕпрех пулĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика