Тĕрлĕ çĕршывсене ăсатаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.08.2025, 13:16 Просмотров: 15

Чăваш ен предприятийĕсен экспортĕнче машина строительствин продукцийĕн, оборудованийĕн тата транспорт хатĕрĕсен тÿпи çурри енне ?44,5 процент% йышăнать, тата виççĕмĕш пайĕ - хими промышленноçĕн таварĕсем. Кăçал республика хăйĕн продукцине тĕнчери 40 ытла çĕршыва ăсатнă ĕнтĕ.

Чăваш енĕн экспорт тĕлĕшпе тĕп суту-илÿ партнерĕсем - Казахстан тата Беларусь. Вĕсене чикĕ леш енне яракан таварсенчен çурри ытла тивет. Çав вăхăтрах предприятисем туса кăларнă продукцие вырнаçтармалли çĕнĕ рыноксене шырассипе те тимлеççĕ. Сăмахран, республика трактор техникине Африка çĕршывĕсене сутассине ÿстерсе пырать. Кăçалхи май уйăхĕн кăтартăвĕсем тăрăх, пĕтĕм экспортăн пилĕк ытла проценчĕ Конгона лекет.

Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, чăваш предприятийĕсене хăйсен таварĕсене тулаш рынокра ăнăçлă сарма продукцин лайăх пахалăхĕ тата «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн пулăшăвĕ май парать.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика