Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш енре профильлĕ виçĕ çĕнĕ шкул уçăлĕ – Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кÿкеçре.
Вĕсенче пĕлÿ пухас текенсен шучĕ палăртнинчен ытларах. Яллă тăрăхсенчи чылай шкулта вара ачасен шучĕ чакса пырать.
Учебниксемпе тивĕçтерес ыйту Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта уйрăмах çивĕч тăрать.
Олег Николаев хушнипе вырăнти администрацисем Чăваш ен Вĕрентÿ министерствипе пĕрле кирлĕ чухлĕ хушма литература илме заявкăсем йĕркелеççĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Август 2025 |