Чылайăшĕн ÿсĕмпе пухăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2025, 13:37 Просмотров: 134

Кăçалхи çур çулта вырăнти бюджетсене 24 млрд тенкĕ енне пырса кĕнĕ - ÿсĕм 20 процент майлă. Чăваш ен Финанс министерствин тишкерĕвĕ тăрăх, июлĕн 1-мĕ-шĕ тĕлне муниципаллă тата хула округĕсен бюджечĕсен харпăр хăй тупăшĕсем 7006,5 млн тенкĕ пулнă, ку кăтарту 10,2 процент пысăкрах. 20 муниципаллă пĕрлĕхре çак виçесене унчченхи çулхинчен ÿстерсе тултарнине палăртмалла.

Уйрăммăн илес-тĕк, вырăнти бюджетсенчи налук тупăшĕсен калăпăшĕ - 5915,3 млн тенкĕ ?18,8 процент ытларах%. Налук мар тупăшăн виçи вара - 1091,2 млн тенкĕ. Çавăн пекех июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципаллă тата хула округĕсене республика бюджетĕнчен трансфертсене 16969,2 млн тенкĕ куçарса панă.

Мĕнле тĕллевпе уйăрнă-ха чи пысăк суммăсене/ Тĕпрен илсен - шкул çулĕчченхи тата пĕтĕмĕшле тÿлевсĕр вĕрентĕве тивĕçтерме* учительсене класс ертÿлĕхĕшĕн тÿлеме* кĕçĕн классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апат çитерме* тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме* çул-йĕр сетьне аталантарма тата вĕрентÿпе культура, физкультурăпа спорт сферинчи вырăнти ыйтусене татса пама.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика