Салтаксем тав тунă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2025, 14:06 Просмотров: 16

Вăрнарти культура çурчĕ çумĕнчи кĕмĕл волонтерсем маттурах вара. Акă, аслă ăрурисем СВО валли маскировка сеткисем 200 ытла çыхнă. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе малалла та тăрăшса пурнăçлаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ те пухса яраççĕ.

Нумаях пулмасть волонтерсем салтаксенчен тав çырăвĕ илнĕ.

«Сывă-и, хĕр-волонтерсем! Сирĕнтен ăшă салам та, черетлĕ пулăшу та илтĕмĕр.Тавах тăшманран хÿтĕлеме пулăшакан маскировка сеткисемпе тата ытти кирлĕ япалапа тивĕçтернĕшĕн. Сирĕнте ыркăмăллăх, чунри ăшăлăх иксĕлми. Апат-çимĕç те, тăхăнмалли çипуç та, милĕксем те илтĕмĕр. Хаклă волонтерсем! Сирĕн хастарлăха пула тăван ен тĕревне туйсах тăратпăр...» - тенĕ Федор ятлă салтак ытти çар юлташĕсем ячĕпе.

СВО-на хутшăнакан ентешсем çырури кашни йĕркерех кĕмĕл волонтерсене чун-чĕререн тав тăваççĕ. Тăрăшуллă, вăр-вар пулнишĕн аслă ăрурисене хисеплесе «хĕр-волонтерсем» теççĕ.

Пĕрлехи вăйпа тăрăшни Çĕнтерĕве çывхартма, ятарлă çар операцине хутшăнакансене мирлĕ пурнăçа хăвăртрах таврăнма пулăшĕ.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика