Пур сферăра та - çирĕп аталану

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.08.2025, 14:39 Просмотров: 34

Тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Илюткин «Август» Фирмăн

«Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн ĕç коллективĕпе тĕл пулнă, Чăваш енри социаллă-экономика пурнăçĕн 5 çулхи аталанăвне тишкернĕ. Тĕлпулăва Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине халалланă.

Сергей Владимирович республика экономикăн пур сферинче кал-кал аталанса пынине палăртнă: промышленноçра та, строительствăра, вĕрентÿ, туризм, аграри секторĕсенче те.

Сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче кăтартусем лайăхланнине çирĕплетнĕ. Акă, Чăваш Республики пепкесем вилеслĕхĕ чакни енĕпе лидерсен йышĕнче. Диспансеризацие анлăн ирттернĕрен, амбулатори реабилитацине аталантарнăран, çĕнĕ медпунктсем уçнăран вăтам пурнăç тăршшĕ тата виçĕ çул ÿснĕ.

Калининăри участок больницине юсас тĕлĕшпе проект документацине хатĕрлеме пулăшнăшăн Сергей Илюткин «Август» Фирмăн ертÿлĕхне тав тунă. Палăртмалла, сиплев учрежденийĕнче хальхи вăхăтра калăпăшлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

«Вăрăм тата хастар пурнăç» нацпроектпа килĕшÿллĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕ пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме тĕрев парать: медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсет, çынсен пурнăç тăршшĕ тăсăлать.

Чăваш ен Пуçлăхĕ пуçарнă проект Вăрнар тăрăхĕнче те ăнăçлă пурнăçланать. Ял çыннисем вырăнтах харпăр хăй сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарнăшăн Олег Николаева тав тăваççĕ.

Наци проекчĕ спорт инфраструктурине те аталанма тĕрев парать: пилĕк çулта республикăра 98 çĕнĕ спорт объекчĕ çĕкленĕ. Çавна май пирĕн регион Атăлçи федераци округĕнче малтисен йышĕнче.

Медучреждени ертÿçи завод директорне Владимир Свешникова экономикăна çирĕплетме пулăшнăшăн тав тунă.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика