Тăпра йÿçеклĕхне чакарма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.08.2025, 14:43 Просмотров: 24

Хăшпĕр чух пахчаçăсенчен хăйсен çĕр лаптăкĕсенче çитĕнтернĕ кишĕр-кăшман тухăçĕ начар пулнăран пăшăрханса калаçнине илтме пулать. Тĕп сăлтавсенчен пĕри вăл - тăпрара йÿçеклĕх виçи пысăкки.

Тăпра йÿçеклĕхне pH шкалапа виçеççĕ. Енчен те вăл 4-ран пĕчĕкрех-тĕк, тăпра питĕ йÿçек, pH виçи 4-5 чухне - вăтам йÿçек, 6,5-7 пулсан - норма.

Тăпра йÿçеклĕхне ятарлă агрохими лабораторийĕсенче палăртаççĕ. Унăн виçи пысăк пулсан уйрăмах кăшман, кишĕр, сухан, купăста, фасоль тухăçĕ чакать.

Тăпрари йÿçеклĕх шайне чакарас тесен известь çăнăхне сапса çĕрпе хутăштармалла. Ку ĕçе кĕркунне, çимĕçсене пухса илсен, пурнăçласан аван. Йÿçеклĕх шайне кура 1 сотка çĕр çине 30 кг тытăнса 50 кг таран известь çăнăхĕ кирлĕ.

Халĕ агрохими службин Вăрнарти уйрăмĕ округри пахчаçăсене çĕрсен йÿçеклĕхне тивĕçлĕ шая çитерме известь çăнăхĕпе тивĕçтерме пуçларĕ. 30 килограмлă михĕ 300 тенкĕ тăрать. Транспортпа та тивĕçтеретпĕр. Тĕплĕнрех пĕлес тесен 2-54-54 телефон номерĕпе шăнкăравлăр.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

агроном-агрохимик

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика