Тÿме

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.08.2025, 15:42 Просмотров: 29

Пĕр эрне ĕнтĕ эпĕ пальтон çÿлти пĕр тÿми пушанса кайнине куратăп. Манас марччĕ-ха, паян хытарасчĕ. Паяна ыран пусать, ырана - виçмине.

Киленсе лараттăм паян хĕвеллĕ паркра, савăнаттăм çывхарса килекен çур тивлечĕпе. Кăптăрт! çеç татăлса кайрĕ тÿме, ура çумнех кусса анчĕ. Çĕклерĕм. Çухалнă пулсан савăнаттăм, çав кирлĕ-ха сана, тирпейсĕре! Малашне кашни кăлтăках асăрха. Пĕчĕк çитменлĕхрен пысăкки çуралать. Ан манса кай.

Çĕклерĕм те тÿмене, пуçа шухăшсем капланчĕç. Этем те тÿме пек туйăнчĕ мана. Куншăн ăшра хама хам вăрçатăп-ха, ытла та килĕшÿсĕр ку танлаштару. Кам ĕнтĕ чĕрĕ япалана чунсăр япалапа танлаштартăр.

- Тăхта, тăхта, - хирĕçлет шухăш. - Этем те çутçанталăк çĕлесе панă тÿмех. Кашниннех хăйĕн вырăнĕ пур, кашниех мĕнле те пулин ĕç тăвать.

- Тупрăн тупăшмалли, - иккĕленет шухăш.

- Тăхта, - хистет тепĕр шухăшĕ, çиеле тухса. - Этем те тепĕр чух тÿме пек пушанать, ăна пĕр-пĕр усал йăла чирĕ ерет. Пушанать, тухать хăй виçинчен. Пĕри, ав, çемйине пăрахать, тепри ĕçкĕпе çапкаланса çÿресе вăхăтне сая ярать, виççĕмĕшĕ чире персе наянланса пурăнать тата ытти те, тата ытти те… Ун пек хăтланма ăçта вĕсен сăлтавĕ/ Паллах, ăс тÿми пушаннинче! Ăна вăхăтра хытарманнинче!

Ытти çитменлĕхсене илĕр. Эй, тепĕр тесен, мĕншĕн хута ытлашши хуратас. Вулакан хăех шухăшласа пăхтăр, хăйне валли пĕр сулмаклă пĕтĕмлетÿ сăмахĕ тутăр!

Çитрĕм киле. Çирĕп çиппех çĕлесе лартрăм тÿмене.

Ан пушан, ан татăл!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика