Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче - çĕнĕ автобуссемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.08.2025, 14:31 Просмотров: 10

Шупашкарта Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ шкул автобусĕсен уççисене савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă. Палăртма кăмăллă: пирĕн округри Аçăмçырми, Малти Ишек, Вăрман Кипек шкулĕсем те çĕнĕ автобуссене тивĕçнĕ.

Вĕсем сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа маршрутсене тухĕç.

«Шкула тата киле кайнă чухне кашни ачана хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн ĕçлетпĕр. Эпир 2016 çулта кăларнă кивĕ автобуссене маларах улăштаратпăр. Палăртмалла, 5 çулта 407 машинăна çĕнетнĕ, кивелнĕ транспорта пĕтĕмпех улăштарнă. Çак çĕнĕ автобуссем шкул ачисене турттармалли чи çирĕп стандартсене тивĕçтереççĕ. Ку вăл - Президент хушăвĕпе эпир тĕллевлĕн ĕçленин кăтартăвĕ»,- палăртнă Олег Николаев.

Шăпах хальхи саманари транспорта пула Чăваш енри аякри тăрăхсенче пурăнакан ачасемшĕн те паха пĕлÿ илме çул уçăлать. Республикипе илсен, кашни кун 13,5 пин ытла вĕренекене турттараççĕ.

Водительсем пурте ятарлă хатĕрлев витĕр тухаççĕ, автобуссене ГЛОНАСС системипе, тахографсемпе, мĕлтлетекен маяксемпе тата хăрушсăрлăхăн шанчăклă пиçиххийĕсемпе тивĕçтернĕ - ачасем пирки сăмах пынă чухне урăхла пулма та пултараймасть.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика