СВО участникĕн арăмĕ мăшăрĕпе пĕрле отпускра канма пултарать. Графикра урăх вăхăта кăтартнă пулсан та. Ĕçпе тивĕçтерекенĕн çĕршыв хÿтĕлевçин çемйине пулăшмаллах. Отпуск кунĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан упăшкин чухлех пулма пултараççĕ. Ака уйăхĕнче йышăннă çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн аманнă СВО участникне пăхма 35 кунлăх отпуск уйăрма пултараççĕ. Кун пек чухне ĕç укçи тÿлемеççĕ.
Çĕнĕ правило тăрăх, ачисен те хăйсен аманнă ашшĕне пăхма отпуск илме май пур.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Сентябрь 2025 |