Чи хаклă пуянлăх - сывлăх. Ялти медпункт заведующийĕнче тăрăшакан Елена Борисовна Федорова çапла пĕлтер-чĕ: «Тухтăрсен бригади ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслеме килет», - терĕ.
Чăнахах та, çынсем Хирлеп енчен 5 ялтан тата Уйкас Ялтăра, Малтикас Ялтăра, Кăмпал ялĕсенчен килме тăрăшрĕç. Ватăраххисене тăванĕсем, ачисем машинăсемпе илсе килнĕ. Ирĕке палатка лартнă, çĕнĕ ФАП-ра юн анализĕ илчĕç, малтанхи медпункта чĕрене кардиограмма тутарма кĕрсе тухрĕç. Çынсем юн пусăмне, куç вичкĕнлĕхне, кĕлетке йывăрăшне, çÿллĕшне, пилĕк сарлакăшне виçтерчĕç. Юн илнĕ хыççăн сахăр, холестерин шайне тÿрех пĕлтерчĕç.
Унтах çынсем калаçнине илтме тÿр килчĕ. «Эпĕ питĕ хăраса пурăнтăм, сахăр шайĕ пысăк пуль тесе, юрать йĕркеллех», - хĕпĕртерĕ пĕр хĕрарăм.
Çынсем хăйсен анализĕсен кăтартăвĕсене вырăнтах больницăна каймасăр пĕлни питĕ лайăх. Çапла Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проектне пурнăçлама эпир те хутшăнтăмăр.
Пирĕн республика Пуçлăхĕ пуçарăвĕпе пулса пыракан ĕçсем питĕ тухăçлă иртеççĕ. Сентябрьте суйлав. Çула çитнĕ кашни çыннăнах Чăваш ен пуласлăхĕшĕн сасăламалла.
Нина ПАРАМОНОВА
Малтикас Ялтăра
Сентябрь 2025 |