Çăмăл укçа шыраса...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.08.2025, 15:07 Просмотров: 11

ФСБ-н Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, тăватă çынна сотовăй çыхăну вышкисене чĕртсе янăшăн айăпланă. Вĕсем тĕлĕшпе республикăн Аслă сучĕ РФ Уголовлă кодексĕн 215.2-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе ?пурнăç тивĕçтерĕвĕн объекчĕсене юрăхсăра кăларнăшăн% айăплав приговорĕ кăларнă.

Палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи май уйăхĕнче çак çынсем Интернет сетĕнче палламан çынпа киревсĕр ĕç тума килĕшсе татăлнă. Телеграм-каналта хушу илнĕ хыççăн вĕсем Шупашкарти çурçĕр-хĕвеланăç тата çĕнĕ кăнтăр районĕсенче антеннăпа мачта сооруженийĕсенче база станцийĕсене çунтарнă. Сиен кÿнипе технологи оборудованийĕ ĕçлеме пăрахнă. Çакăншăн вĕсене 20 пин тенкĕпе хавхалантарма шантарнă. Чĕртсе янине преступниксем видео çине ÿкернĕ, «ĕçе» пурнăçланине пĕлтерсе отчета куратора ярса панă. Апла пулин те вĕсене ФСБ управленийĕн сотрудникĕсем ярса тытнă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика