АПК ветеранĕсем республика Пуçлăхĕпе тĕл пулчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.09.2025, 10:26 Просмотров: 166

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăри АПК ветеранĕсен Союзĕн пуçлăхĕ А.Самылкин тата Союзăн хисеплĕ председателĕ В.Шадриков пуçарнипе Шупашкар муниципаллă округĕн Ишлей тăрăхĕнче агропромышленность ветеранĕсем тĕл пулчĕç. Ветерансем пур округсенчен те килсе çитрĕç. Вăрнартан АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ И.Федоров тата унăн çумĕсем В.Анисимовпа Г.Михайлов пулчĕç.

Хăнасене Шупашкар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Павлов кĕтсе илчĕ. Ишлей салин паллă вырăнĕсемпе, 600 ача таран йышăнма пултаракан, 13 тĕрлĕ спорт вăййисем ирттернĕ, 1625 тăваткал метрлă бассейнлă «Унга» физкультурăпа сывлăх центрĕпе, унăн директорĕпе С.Виноградовпа тата çĕнĕ стадионпа паллашнă хыççăн пурте Е.Шалеев предприниматель тăрăшнипе йĕркеленĕ АО «Чурачикское» выльăх-чĕрлĕх комплексне çитсе курчĕç.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ

республикăри АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика