Турат-курăк пăрахнăшăн - штраф

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.09.2025, 10:56 Просмотров: 266

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре коммуналлă хытă каяшсемпе ?ТКО% çыхăннă çĕнĕ правилăсем вăя кĕнĕ.

Вĕсемпе килĕшÿллĕн контейнерсем вырнаçтарнă вырăнсенче йывăç-тĕм тураттисене тата ÿсен-тăран юлашкисене купаласа хума юрамасть.

«Ку контейнерсемпе усă куракансене пурне те пырса тивет. Субботниксемпе йывăçсене касса тирпейлемелли мероприятисене йĕркелекенсен туратсене хăйсен илсе тухмалла е çак енпе тимлекен организаципе ятарлă договор тумалла», - пĕлтереççĕ Чăваш Республикин çутçанталăк министерствинчен.

Требованисене пăхăнмасан административлă явап тыттараççĕ. Граждансене 3 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 250 пин тенкĕ таран штраф хума пултараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика