Темиçе çул Вăрманкас ялĕнчи Мăн урамри çул шăтăк-путăкчĕ. Машинăсем те çул айăккипе çÿретчĕç. Йĕпе-сапаллă вăхăтра пылчăк çăрăлатчĕ, шăтăк-путăксем шывпа тулатчĕç. Транспорт иртнĕ чухне вăхăтра пăрăнса ĕлкĕреймесен пуç тÿпеки таранах сирпĕтсе хăваратчĕç.
Халĕ вара йăлтах урăхла. Пирĕн урамра çĕнĕ çул сарнă. Пĕр юрăра каланă пек: «Эпир вăййа тухсассăн килет урам илемĕ». Çĕнĕ çулпа пынă чух Кенигсберг хулине лекнĕ пекех туйăнать, чун савăнать.
Хĕвел анса пытансан, пахча-çимĕç шăварсан, выльăх-чĕрлĕх пуçтарсан ял халăхĕ урама тухать. Урам ача-пăча сассипе тулать. Кукамăшĕсем мăнукĕсене çавăртса е ача урапипе тĕксе çĕнĕ çулпа ярăнса утаççĕ. Ял-йыш пуçтарăнса униче енне пăхать, мирлĕ пурнăçа, çутă малашлăха тата çĕршыв хÿтĕлевçисем киле сывă таврăнасса шанать. Çĕнĕ такăр çулпала таврăнччăр пурте Çĕнтерÿпе.
А.ВЕТРОВА
Октябрь 2025 |
