Паттăрсем ячĕпе - палăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.09.2025, 15:00 Просмотров: 101

Çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕсене ĕмĕрлĕх упраса хăварас тени чăннипех те сăваплă ĕç. Çавалкас Хирпуç ялĕнче пурăнакансем те халĕ ку енĕпе мăнаçланма пултараççĕ - кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсемпе тыл ĕçченĕсене халалласа палăк лартнă.

Ырă ĕçе пуçараканĕ - Зоя Павловна Игнатьева. Вăл ку ялтан, Канашри 18-мĕш ача сачĕн заведующийĕнче тимлет.

Ун шухăшне ентешĕсем те ырланă. Укçа-тенке те ял çыннисем хăвăртах пуçтарнă, палăкне те ял хастарĕсем хăйсемех çĕклесе лартнă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе тăрăшнă кашни çыннăн ятне кĕртнĕ çавалкас-хирпуçсем, хушаматсене палăкăн ум енне çирĕплетнĕ.

- Пирĕн ялти Павел Алексеевич Алексеев, ак, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Çакна эпир «Çĕнтерÿ çулĕн» пĕр номерĕнче вуласа пĕлтĕмĕр. Вăл вăрçа хутшăннине пĕлнĕ-ха, анчах ун çакăн пек сумлă награда пулнине ăнкарман, - терĕ ку ялти Валентина Федоровна Алексеева. Вăл ентешĕсене ĕмĕрлĕх ĕçшĕн тав турĕ.

Палăка уçма нумаййăн пуçтарăннă. Çакă вĕсенче патриотлăх туйăмĕ пысăк пулнине çирĕплетет.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика