Герой ячĕпе - Асăну хăми

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.09.2025, 15:02 Просмотров: 143

Виçĕмкун Вăрнарта историлле пулăм çырăнчĕ - паллă математика, Социализмла Ĕç Геройне Иван Никифорович Никифорова чысласа Асăну хăми уçăлчĕ. Ăна вăл пурăннă çуртăн стени çине вырнаçтарнă.

Иван Никифорович Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Унăн пурнăçĕн пысăк пайĕ вара Вăрнарпа çыхăннă.

Турă панă Учитель, теççĕ ун пирки. Вăл ирттернĕ математика урокĕсене паянхи кун та пурте ырăпа кăна аса илеççĕ. Вăл ку предметăн чи йывăр ăнлавĕсене те ачасенче çирĕппĕн хывма пултарнă, вĕсене çитĕнÿсем патне туртăнма вĕрентнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ нумай выпускник ун çулне суйласа илнĕ - шкулсенче математикăна тивĕçлĕ вĕрентнĕ. Ун профессири çулĕ чăнахах та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Паллă пулăма Иван Никифоровичăн хĕрĕсем те Алевтинăпа Раиса хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен ашшĕн ĕçĕсене астунăшăн, ытти ăрусем валли тăснăшăн тав турĕç.

Асăну хăмине уçни темиçе ăрăва пĕрлештерчĕ. Паян Иван Никифорович Никифоровăн ятне Вăрнарти 1-мĕш шкул тивĕçлĕ тытса пырать. Çавна май мероприятие ку учрежденире вĕренекенсем, учительсем йышлăн хутшăнчĕç.

Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Геройăн вĕренекенĕсем, Красноамейски тăрăхĕнчен килнĕ делегаци чылай ăшă сăмахсем каларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика