Чăваш Республикинчи 8322 медицина ĕçченĕ ятарлă социаллă тÿлеве илнĕ. Çак тĕллевпе Социаллă фонд 1121,00 млн тенкĕ ытла уйăрнă.
Ку пулăшу мерипе сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш сыпăкĕнче - районти тĕп тата участокри больницăсенче тата васкавлă пулăшу станцийĕсемпе уйрăмĕсенче тимлекен медицина ĕçченĕсене тивĕçтереççĕ. Пĕлтерĕшлĕ: медицина организацийĕ сывлăх сыхлавĕн патшалăх системине кĕмелле тата медицина страхлавĕн тĕп е территорири программисене хутшăнмалла.
Тÿлев виçи 4,5 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран пулма пултарать. Кунта специалистăн категорине, вăл тимлекен медицина организацийĕн тĕсĕпе вăл ăçта вырнаçнине шута илеççĕ. 50 пин çынран сахалрах пурăнакан саласенче ĕçлекен врачсен чи пысăк тÿлевĕ 50 пин тенкĕпе, вăтам медицина персоналĕсен 30 пин тенкĕпе танлашать. 50-100 пин çын пурăнакан вырăнсенче врачсем 29 пин тенкĕ, медсестрасем 13 пин тенкĕ таран илме пултараççĕ. Чи пĕчĕк тÿлев виçи 100 пин çынран ытларах пурăнакан тăрăхра: врачсен - 18 пин тенкĕ таран, вăтам медицина персоналĕн - 8 пин тенкĕ таран.
Ятарлă социаллă тÿлевпе медиксене заявлени памасăрах, медицина организацийĕ тăратнă даннăйсем тăрăх тивĕçтереççĕ.
Оксана СЕМЕНОВА
Октябрь 2025 |
