Калининăри шкул-интернатра тăрăша-
кан Надежда Петрова, Валентина Яблокова «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Коллектив маттур специалистсемпе чăннипех мăнаçланать.
Преподавательсем çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнишĕн çак наградăна тивĕçнĕ.
Надежда Геннадьевна 1995 çултан пуçласа паянхи кунччен асăннă организацире тимлет. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 32 çул, шкул-интернатра - 30 çул.
Валентина Николаевна та хастар. 2003 çултан пуçласа вĕрентÿ сферинче тăрăшать. Педагогăн пĕтĕмĕшле стажĕ - 41 çул.
«Маттурсене малашне те ăнăçу, хавхалану тата професси ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр», - саламланă вĕсене Елена Ананьева директор.
Çак хисеплĕ ята Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулти истори учителĕ Александр Геннадьевич Чернов та тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем ку предметпа пысăк кăтартусем тăваççĕ. Патшалăх экзаменĕсенче те лайăх баллсем пухаççĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Октябрь 2025 |
