Камран тĕслĕх илмелли пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2025, 08:41 Просмотров: 36

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илекен студентсен чăннипех те мăнаçланмалли тĕслĕх пур. Пĕлÿ тĕнчине кăçал, ак, вĕсем кунта хăй вăхăтĕнче вĕреннĕ сумлă çынсем ăнăçу суннипе кĕчĕç.

Ун чухне вĕсене спорт тренерĕ тата СССР спорт мастерĕ А.Сазонов, Вăрнарти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ В.Матвеев, республикăри АПК ветеранĕсен Союзĕн Шупашкар хулин уйрăмĕнчен килсе çитнĕ З.Владимирова, Р.Павлова тата çак статьян авторĕ саламларĕç. Хăнасем те студентсене тăрăшса, лайăх паллăсемпе вĕренсе республика шайĕнче паллă çынсем пулма, техникум кăçалхи авăн уйăхĕнче 105 çул тултарнине палăртса унăн ырă йăлисене упрама пиллерĕç.

Техникумран иртнĕ ĕмĕрте вĕренсе тухнисем хушшинче Совет Союзĕн икĕ Геройĕ, пĕр Социализмла Ĕç паттăрĕ, орденсемпе медальсене тивĕçнĕ 20 тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Раççейри наукăсен академийĕн академикĕ Ю.Петров, 21 çул ял хуçалăх академийĕн ректорĕнче тимленĕ, Вăрнар районĕн мухтавлă ывăлĕ Н.Кириллов ?портречĕ техникумăн акт залĕнче паллă çынсен галерейинче упранать%, 1965 çулта вĕренсе тухса Совет çарĕн хĕсметĕнче пулнă хыççăн 13 çул преподаватель, 16 çул директор çумĕ тата 4 çул директор пулнă Н.Алексеев, Чулхулари ял хуçалăх институчĕн профессорĕ В.Великанов, Новосибирскри академи хулинче ĕçлесе палăрнă Н.Казанков академик, Шупашкар хулин тĕп ветеринари врачĕ пулнă П.Ливанов, Элĕк районĕн мухтавлă хĕрĕ, республикăн тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ З.Владимирова ?унăн портречĕ те техникумăн акт залне илем кÿрет%, Куславкка районĕнче 40 çул пĕр чарăнмасăр тăрăшса СССР шайĕнчи «Ĕçри паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ паллă зоотехник Р.Павлова тата нумай-нумай специалист вĕрентÿ учрежденийĕн мухтавĕ пулса тăраççĕ. Авруй ялĕнчи Ливановсен 24 çынран тăракан зооветспециалистсен династийĕ те ырă ят-сум çĕнсе илнĕ.

Нумайăшĕ агропромышленность системинче тĕп специалистсем тата сумлă ертÿçĕсем пулса ĕçленĕ. Вĕсем хушшинче 1965-1972 çулсенче Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, чăваш халăхĕн паллă писателĕ А.Емельянов, 1998–2011 çулсенче Вăрнар район пуçлăхĕ пулнă А.Кузьмин, Куславкка районĕнчи «Тюрлеминский» совхоз директорĕ Е.Краснова ?Рязанова%, Шуршăлти Андриян Николаев ячĕллĕ колхоз председателĕ Н.Михайлова, Çĕмĕрлери чăх-чĕп фабрикин директорĕнче тимленĕ В.Кузьмин, Вăрнар районĕн тĕрлĕ çулĕсенчи тĕп ветеринари врачĕсем В.Ведин ?вăлах 1964-1981 çулсенче техникум директорĕ%, М.Курманин, Н.Тихонов, паянхи кун та Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна ĕрчетекен комплексĕн директорĕнче тăрăшакан, техникумран 2001 çулта вĕренсе тухнă В.Егоров…

– Çак списока сирĕн хушăри паянхи студентсем те малалла тăсасса шанас килет, - çакăн пек сăмахпа саламларĕç линейкăра студентсене ветерансем.

Геннадий ИВАНОВ,

республикăри АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика