Физкультурăпа спорт - пирĕн туссем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2025, 08:42 Просмотров: 107

Хальхи вăхăтра чылай профессири çын ларса ĕçлет. Çавна май организма хускану çитмест.

Кĕлетке виçи ытлашши пулнипе нушаланакансем сахал мар. Паллă ĕнтĕ, физкультурăпа спортпа туслă çын вăр-вартарах. Унăн иммун, сывлав системисем çирĕпрех, вăл сахалтарах чирлет.

Сывлăхшăн кил-тĕрĕшре ĕçлени те, пахча-анкартире тăрăшни те усăллă. Уçăлса çÿрени, велосипедпа ярăнни, шывра ишни пĕлтерĕшлĕ.

Сывлăх - хаклă пуянлăх. Ăна упрăр, сывлăха çирĕплетес тесе тăрăшăр. Хусканусем туни, физкультурăпа спортпа туслашни сире киленĕç кăна кÿтĕр. Кăмăл савăк чух стреслă лару-тăрăва хăвăртрах парăнтарма пулать.

Татьяна ТИМОФЕЕВА,

тĕп больницăн медицина профилактикин кабинечĕн фельдшерĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика