Кĕлетсем тулаççĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.09.2025, 08:51 Просмотров: 30

- Уяр çанталăк тăрсан вырма ĕçĕсем авăн уйăхĕ пĕтиччен вĕçленмелле, - пĕлтернĕ вице-премьер Андрей Макушев.

Чăваш енре тырпула палăртнинчен 90 процент пухса кĕртнĕ. Тухăç 37,2 центнер. Кĕр тыррисене 45 процент акнă. Вăрнарсем те хастар. Пĕрчĕллĕ культурăсене округри ял хуçалăх организацийĕсем 84 процент ытла çапса тĕшĕленĕ. Хальлĕхе тухăç республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех - 34,3 процент. Кĕракине ирттерессипе аграрисем тĕллевлĕ тăрăшаççĕ, планăн 70 процентне пурнăçланă.

«Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче те техника шавĕ тăрать. Вăрнар округĕпе илсен, çĕрулмине 258 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Пысăк пайĕ - 192 гектарĕ - ял хуçалăх предприятийĕсен, ытти 66 гектарĕ - фермерсен. «Янгорчино», «Мураты» кооперативсем çĕрулми кăларма тухнă ĕнтĕ. Хуçалăхсенче ĕçсем мĕнле пынипе округ пуçлăхĕн заместителĕ Светлана Шашкарова паллашнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика