Сентябрĕн 13-мĕшĕнче мĕнпур муниципалитетра «Кĕркунне парнисем» ярмăрккасем ĕçлеме пуçларĕç. 49 суту-илÿ точкинче фермерсемпе АПК предприятийĕсем паха, экологи енчен таса продукци сĕнеççĕ.
Шупашкарта, акă, иртнĕ эрнере ял хуçалăх таварне туса илекен 112 предприяти хутшăннă.
Кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Ярмăрккара мĕнпур тытăмри хушма хуçалăхсем, хресчен хуçалăхĕсем хастар. Вĕсем сутакан апат-çимĕçĕн ассортименчĕ анлă. Тирпейлекен промышленность предприятийĕсенчен чи хастаррисем - Вăрнар райповĕ тата «Вурнары Завод СОМ» общество. Туянакансене мĕн кăна сĕнмеççĕ пулĕ: çĕрулми, сухан, ыхра, кишĕр, хăяр, помидор, кăмпа, купăста, хĕрлĕ кăшман, пăрăç, кавăн, баклажан, пулă, аш-пăш, сĕт юр-варĕ, кĕрпе, çăнăх, пыл, çырла, панулми, груша, çăкăр-булка изделийĕсем, пылак çимĕç, мăйăр, чей, улма-çырла хунавĕсем тата ыттисем.
Ярмăркка ăнăçлă старт пачĕ. Иртнĕ эрнери канмалли кунсенче 67 тонна продукци сутнă. Çынсем ытларах çĕрулми ?64,9 процент%, пахчаçимĕç ?23 процент% туяннă.
Эпир мĕн куратпăр-ха/! Республикăра пурăнакансем хамăр тăрăхра туса илнĕ çимĕçсене кăмăллаççĕ. Çавна май вырăнти экономикăна тĕреклетме пулăшаççĕ.
Октябрь 2025 |
